Чӑваш чӗлхи
Ӗнер, акан 14-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ, Тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» каналпа «Шкул ТВ» канал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ йӗркеленӗ «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвӗн йышӑну тапхӑрӗ вӗҫленчӗ. Ярса паракансем паян та пулчӗҫ — вӗсене те кӗртрӗмӗр. Пурӗ ҫапла 160 ӗҫе яхӑн пухӑнчӗ. Вӗсенчен 100 ытла видеосӑвва ӗнерпе паян кӗртрӗмӗр. Кӗскен ҫапла пӗтӗмлетме пулать. Тӗрлӗ тӑрахсенчен хутшӑнчӗҫ. Пире уйрӑмах, конкурса Тутарстанри чӑвашсем хӑйсен ӗҫӗсене ярса пани савӑнтарчӗ. Вӗсене ятарлӑ ҫырупа пӗлтермен пулин те кӳршӗллӗ республикӑри виҫӗ районтан вуншар ӗҫ килчӗ. Чӑваш Енрен те видеосӑвӑсем тӗрлӗ тӑрӑхсенчен ҫитрӗҫ: Муркаш районӗнчен, Шупашкар районӗнчен, ҫавӑн пекех Куславкка, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Елчӗк, Патӑрьел, Комсомольски, Красноармейски, Тӑвай, Канаш, Йӗпреҫ районӗсенчен, Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри, Ҫӗрпӳри шкулсенчен. Тӗрлӗ ӳсӗмрисем хутшӑнчӗҫ — 5 ҫулхи хӗрачаран пуҫласа ҫитӗнсе ҫитни таранах. «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсӑн йӗрки-шывӗпе (положенийӗпе) килӗшӳллӗн ҫӗнтерӳҫӗсене пирӗн акан 24-мӗшӗ тӗлне палӑртмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Пӗтӗм чӑваш диктанчӗн электронлатнӑ варианчӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян Пӗтӗм чӑваш диктантне ирттересси пирки черетлӗ лару иртрӗ. Унта ӗҫ епле пынине сӳтсе яврӗҫ тата хӑш-пӗр ҫӗнӗ шухӑшсене пӑхса тухрӗҫ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче пӗтӗмешле 300 ытла ҫын валли вырӑн йӗркелесшӗн, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче — 250 ҫын валли. Ҫавӑн пекех, ҫырас кӑмӑллисем валли вырӑн ҫитмесен, Н.В. Никольский ячӗллӗ Шупашкарти педагогика колледжӗнче те аудиторисем уйӑрма палӑртнӑ. Диктант текстне вуламашкӑн пӗр 10 ҫын тупасшӑн, акан 21-мӗшӗнче вӗсемпе ятарлӑ заняти ирттерес шухӑшлӑ. Ҫӗнӗ шухӑшсем те пулчӗҫ. Сӑмахран, диктант ҫырма лариччен аудитори умӗнче чӑваш халӑхӗн гимне, «Алрайн кайми аки-сухине» янратма сӗнчӗҫ. Кӑна ырларӗҫ, ҫавӑн пекех ҫыракансен пӳлӗмӗсенче Чӑваш Республикин ялавне те вырнаҫтарсан аван пулӗччӗ терӗҫ. Ларӑва Чӑваш наци телерадиокомпанин директорӗ Александр Магарин та хутшӑнчӗ. Вӑл Пӗтӗм чӑваш диктантне наци радиовӗпе тата наци телевиденийӗпе итлеттерме тата кӑтартма шантарчӗ. |
Чӑваш чӗлхи
Кӗҫех Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫитӗ. Ҫавна май республикӑри районсемпе хуласенче тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ. Ҫӗмӗрле районӗнчи вулавӑшсенче Чӑваш чӗлхи кунӗ Культура ҫулталӑкӗпе, «Вулав валли — 12 уйӑх» проектпа килӗшӳллӗн иртӗ. Ака уйӑхӗн 16–25-мӗшӗсенче районти библиотекӑсенче чӑваш чӗлхин «Янра, чӑваш чӗлхи» вункунлӑхӗ иртӗ. Тӗллевӗ — ӳсекен ӑрӑва чӗлхепе, тӑван ен культурипе кӑсӑклантарасси. Вулакансем валли кӗнеке куравӗсем, тематика ҫӳлӗкӗсем йӗркелӗҫ. Вӗсенче Иван Яковлевӑн пурнӑҫӗпе пулатрулӑхне, наци символикине, чӑваш халӑхӗн историне, йӑли-йӗркине, культурине ҫутатӗҫ. Вунӑ кунра таврапӗлӳ тата фольклор сехечӗсем, Яковлев вулавӗсем йӗркелӗҫ, чӑвашла вулассипе конкурссем, викторинӑсем, электрон хӑтлавсем, чӑваш литературин тишкерӗвне тӑвӗҫ. Акӑ Ҫӗмӗрлери вулавӑшра «Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе» кӗнеке куравӗ пулӗ, Юманайри библиотекӑра «Чӑваш чӗлхи — ӑс-тӑн чечекӗ» литература каҫӗ иртӗ. Турханта ачасем валли «Чӑваш Улӑпӗ» мультимеди сехечӗ иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне эпир пуҫарнӑ «Чӑваш ачи, сассуна пар!» конкурса майӗпен ӗҫсем килсе тӑра пуҫларӗҫ-ха. Паянхи кун тӗлне вӗсен йышӗ 20 ҫитрӗ. Ӗҫсем Муркаш, Куславкка, Елчӗк, Шупашкар районӗсенчен, Шупашкарпа Ҫӗрпӳ хулисенчен ҫитрӗҫ. Республика тулашӗнчисем те айккинче тӑрас темен — Тутарстанри Пӑва районӗнчи Тутиел шкулӗнчен 5 видеосӑвӑ ҫитрӗ. Тӑрӑшса тунӑ ӗҫсем те пур, ахаль ҫырнисем те. Пурне те малти вырӑна тухма ӑнӑҫу сунатпӑр! Кашни 20 видеосӑвӑпа «Шкул ТВ» каналӗнче паллашма пулать: www.youtube.com/playlist?list=PLhm2wH_6q1BLcLWij46nFSfNk58vw2kE_. Хутшӑнакансен йышӗпе паллашас тесен ҫак документа (Google Docs-ра хатӗрленӗ, пурте курма пултараҫҫӗ) уҫма пултаратӑр. Асаилтеретпӗр, «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвне Чӑваш халӑх сайчӗ, Тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» каналпа «Шкул ТВ» канал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ пӗрле пуҫартӑмӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Праски Виттин эскизӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗнер, акан 7-мӗшӗнче, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» тавра ҫыхӑнну ыйтусене сӳтсе явма тепӗр хут пуҫтарӑннӑ. Калаҫӑва кӗскен пӗтӗмлетсен ҫак хыпарсене пӗлтерме пулать. Наци радиовӗ валли текста вуланӑ та иккен, ку ӗҫе РСФСР тата Чӑваш АССРӗн халӑх артистки Нина Яковлева пурнӑҫланӑ. Ҫавӑн пекех тепӗр шухӑш — республика тулашӗнчи чӑвашсем валли ятарлӑ видео хатӗрлесси. Ӑна YouTube видеохостингра е тепӗр вырӑнта лартасшӑн (видео диктант пуҫлансан курӑмланӗ). Ларура мероприятин логотипне — элемне — хатӗрлес ыйтӑва та хускатнӑ. Кунта Праски Витти ӑсталанӑ ӗҫе суйласа илнӗ. Аса илтеретпӗр, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» эрнекун, акан 25-мӗшӗнче, 13 сехетре иртмелле. Ҫырас шухӑшлисем Чӑваш Рсепубликин вӗренӳ институтне е И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне пымалла. Ҫавӑн пекех килте те ҫырма пулать — Марина Карягина ҫырнӑ текста Наци радиовӗн эфирӗнче вуласа парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне эпир — Чӑваш халӑх сайчӗ, Тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» каналпа «Шкул ТВ» канал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ — «Чӑваш ачи, сассуна пар!» ятлӑ конкурс пуҫарни пирки пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ. Хыпара тӗрлӗ шкулсене ҫитерме тӑрӑшрӑмӑр. Ак, малтанхи ӗҫсем ҫите пуҫларӗҫ те ӗнтӗ. «Чӑваш ачи, сассуна пар!» конкурса чи пӗрремӗш Муркаш районӗнчи Ҫатракасси шкулӗн ачисем хутшӑнчӗҫ теме пулать. «Шкул ТВ» каналта эсир Александр Ильин Яков Ухсайӑн «Чӑваш чӗлхи» сӑввине вуланине тата Анастасия Алексеева Любовь Мартьяновӑн «Чӑвашла» сӑввине илемлӗ шӑрантарнине курма пултаратӑр. Александр — 7 класс ачи, Анастасия вара 5-мӗш класа ҫӳрет. Ачасен ертӳҫи: чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Никитина Людмила Валериановна. Ҫавӑн пекех аслисем хушшинче Олег Михайлович Цыпленков Петӗр Хусанкайӑн «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» сӑвва тата Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкул-интернатӑн ӗҫченӗ Антонина Андреева Владимир Андреевӑн «Чӑвашла пуплер» сӑвва вуланисемпе паллашма пулать. Эсир те хутшӑнсан ҫак ӑмӑрту чӑн та пысӑк шайра пулӗ! Ан вӑтанӑр, ырана ан хӑварӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Пушӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ Леонид Волков тата ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов Мускавра йӗркеленӗ чӑваш чӗлхин курсне ҫитсе курнӑ. Аса илтерер: пирвайхи заняти пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче иртнӗ. Вӗрентекенӗ — И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн журналистика факультетне пӗтернӗ, чӑваш культурипе историне тӗпчекен Евгений Степанов. Заняти эрнере пӗр хут — шӑматкун — иртет. Хальлӗхе курса тӗрлӗ ӳсӗмри 20 ҫын ҫӳрет. Унта Чӑваш Енрен тухнӑ ҫынсем кӑна мар, ӗмӗрӗпех Мускавра пурӑнакансем те (вӗсем чӑвашсемпе ниепле те ҫыхӑнман) ҫӳреҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Мускав авиаци институчӗн преподавателӗ Сергей Иванов курсра вӗренет. Вӑл хӑйӗн диссертацине хӳтӗлеме хатӗрленнӗ вӑхӑтра та занятисене сиктермен. Владимир Иванов чӑваш чӗлхипе ытти наци ҫыннисем те кӑсӑкланнинчен тӗлӗннӗ. Вӑл Чӑваш Республикинче ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентме хирӗҫ пулнине кулянса палӑртнӑ. Ҫакна илтсен курссене ҫӳрекенсем акӑ мӗн каланӑ: ачасем темиҫе чӗлхе пӗлни хӑйсемшӗнех усӑллӑ пулнине, ку вӗренӳре пулӑшнине аслисен чухламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Куҫару тӗслӗхӗ Кун пирки Google шыравҫӑн Раҫҫейри блогӗ пӗлтерет. Шӑп та лӑп паян чӑвашла-вырӑсла куҫаруҫӑн бета-тӗрӗслевне пуҫланӑ. Куҫаруҫӑ хальлӗхе каялла — вырӑсла-чӑвашла — куҫарма пӗлмест-ха. Чӑвашла текстсене вырӑсла куҫарас тесен сирӗн Google-переводчик сайтне кӗмелле. Унтан «Определить язык» ҫине пусса «чувашский» чӗлхене суйламалла. Чӑвашла текст кӗртнӗ хыҫҫӑн «Перевести» пускӑч ҫине пусас пулать, вара сылтӑм енче вырӑсла текст тухать. Сӑмах май, чӑвашла текста акӑлчанла, украинла тата ытти чӗлхесене те куҫарма пулать. Анчах ку куҫару виҫҫӗмӗшле пулни пирки пӗлтереҫҫӗ хыпарта. Малтан программа вырӑсла куҫарать, кайран вара ҫав куҫарӑва — ытти чӗлхесене. Сӑнанӑ тӑрӑх хальлӗхе Google куҫаруҫи ҫын ячӗсене тата ял ячӗсене пӗлсех каймасть. «Ӗмӗр сакки сарлака» романри пӗр сыпӑка куҫарса пӑхнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫын ячӗсене пӗлеймерӗ. Анчах текста кӑнтаммӑн пулин те ӑнланмалла куҫарса пачӗ. Google блогӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫейри чӗлхесенчен чӑваш чӗлхи пӗрремӗш. Малалла вара тутарсенне тата пушкӑртсенне кӗртесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Ачана чӑваш чӗлхине хисеплеме мӗн пӗчӗкренех вӗрентмелле. Ҫапла майпа ҫын ӳссен тӑван чӗлхинчен писмӗ, республикӑра-и е ют тӑрахра-и — чӑвашла пуплӗ. Комсомольски районӗнчи Хирти Выҫли ялӗнчи пуҫламӑш шкул-ача пахчинче шӑпӑрлансене шапах ҫакна вӗрентеҫҫӗ те. 4-мӗш класра ӑс пухакан Дарья Павлова, Ангелина Громова, Анжелика Петрова тата Вадим Иванов «Тӑван чӗлхепе диафильм тӑвасси» проектпа ӗҫленӗ. Ачасем вырӑс ҫыравҫин А.Толстовӑн «Топор» юмахӗ тӑрӑх «Пуртӑ» чӑваш чӗлхиллӗ диафильм хатӗрленӗ. Ангелина Громовӑпа Дарья Павлова проекта район шайӗнчи конкурсра хӳтӗлесе 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Ҫак тӗпчев ӗҫне класс тулашӗнчи вӗренӳре усӑ курма пулать. Хирти Выҫли ачисем кунпа ҫеҫ ҫырлахасшӑн мар. Вӗсем чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсене вуласа ҫакнашкал ӗҫсем хатӗрлесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Пӗлтӗрхи диктант вӑхӑтӗнче Паян 14 сехетре Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗтӗм чӑваш диктантне йӗркелесе ирттерес ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Унта тӗпчев институчӗн ӑсчахӗсемсӗр пуҫне вӗренӳ тата педагогика институчӗсен ӗҫтешӗсем хутшӑнчӗҫ. Кӗскен пӗтӗмлетсен, диктант акан 25-мӗшӗнче 13:00 сехетре пуҫланмалла. Пӗлтӗрхи пекех текста наци радиовӗпе вулама палӑртнӑ. Паянхи ларура ӑна кама вулаттарассине те пӑхса тухрӗҫ. Ку ӗҫе СССР халӑх артистки Вера Кузьмина пурнӑҫласса шанаҫҫӗ. Ҫыру ӗҫӗ университетпа педагогика университетӗнче тата вӗренӳ институтӗнче иртмелле. Пӗлтӗр диктанта вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов хутшӑннӑ пулсан кӑҫал халӑхпа пӗрле ҫырма культура министрӗ Вадим Ефимов явӑҫасса кӗтеҫҫӗ. Ҫыру ӗҫӗ Шупашкарти аслӑ шкулсенче ҫеҫ мар, пӗр харӑсах республикӑри кашни районтах иртессе шанаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пӗлтӗр сиксе тухнӑ кӑлтӑксемпе йывӑрлӑхсенчен кӑҫал малтанах хӑтӑлма шутлаҫҫӗ. Сӑмах май тексчӗ хатӗр, ӑна Марина Карягина ҫырнӑ. Хальхи вӑхӑтра институт ӗҫченӗсем ӑна тӗрӗслеҫҫӗ, авторӗпе пӗрле стилистика тӗлӗшӗнчен якатаҫҫӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |